1. Чӑваш фонетикин паллӑ законӗсенчен пӗри — сингармонизм законӗ, урӑхла ӑна _сасӑсен юнашарлӑх килӗшӗвӗ_ теҫҫӗ. Ҫак закон тӑрӑх, сӑмахри тата сӑмах сыпӑкӗсенчи уҫӑ сасӑсемпе хупӑ сасӑсем хытӑлӑхпа ҫемҫелӗх енчен килӗшсе тӑраҫҫӗ. Тӗслӗхрен, сӑмах сыпӑкӗнчи сасӑсем е пурте хыттисем, е пурте ҫемҫисем пулаҫҫӗ: тӑм, пир, пар, кӗл, тӗс; лаша, ҫӗмӗрт, тӑхлан, сӑмах, пӗлӗт, кӗмӗл. Ҫавӑнпа та хытӑ сасӑсенчен ҫеҫ тӑракан сӑмаха хытӑ сӑмах, ҫемҫе сасӑсенчен тӑраканнине ҫемҫе сӑмах теҫҫӗ. Ҫак закона пула аффикссем те сӑмахсем ҫумне хытӑлӑхпа ҫемҫелӗх енчен килӗшсе хушӑнаҫҫӗ.
Чӗлхе аталанса, пуянланса пынӑ май сингармонизм хӑйӗн вӑйне ҫухатса пынӑ. Ҫавна пула чӑваш чӗлхинче ҫак закона пӑхӑнман сӑмахсем — хутӑш сӑмахсем — пулса кайнӑ. Ун пек сӑмахсен шучӗ, чӑлхери сӑмахсен пӗтӗм йышӗпе танлаштарсан, пысӑках мар. Тӗслӗхсем: атте, анне, киками, тумтир, пускил, ҫипуҫ, ҫуркунне, тӗпсакай, пӗркун, ҫӗрулми, хатӗр, халӗ, мӑкӑнь, выльӑх, вулать, калать, ахаль, выля, пулчӗ т. ыт. те. Аффикссем хушшинче те сингармонизма пӑхӑнманнисем пур. Весен шутне, тӗслӗхрен, ҫаксене кӗртме пулать: нумайлӑ хисеп аффиксӗ -сем (лаша-сем, хур-сем); 3-мӗш сӑпатри камӑнлӑх аффиксӗсем -ӗ, -и, -шӗ (лаши, кантӑкӗ, сурӑхӗ, ашшӗ, амӑшӗ); -ри, -ти, -чи, -хи, -скер, -чен (вӑрманти, кӑҫалхи, лайӑхскер, кӑнтӑрлаччен).
Хальхи вӑхӑтра сасӑсен килӗшӗвне пӑхӑнман сӑмахсен йыше вырӑс чӗлхинчен (е вырӑс чӗлхи урлӑ) йышӑннӑ сӑмахсен щучӗпе ӳссе пырать: совет, революци, большевик, коммунизм, депутат, телевизор, радио, ракета, колхозник, прасник, хваттер, старик т. ыт. те.
Вырӑс чӗлхинчен авалах йышӑннӑ сӑмахсем чӑваш чӗлхинче сингармонизм законне пӑхӑннӑ: апат (обед сӑмахран), пӗрене (бревно), кӗленче (склянка), кӗрепенкке (гривенка), кӗнеке (книга), черет (очередь).
2. Чӑваш чӗлхи фонетикин тепӗр уйрӑмлӑхӗ — икӗ уҫӑ сасӑ юнашар тӑма юратманни. Икӗ уҫӑ сасӑ юнашар килсе тухасси сӑмахпа аффикс ҫыхӑннӑ вырӑнта е сӑмах тӗпӗсем пӗрлешсе хутлӑ сӑмах тунӑ чух пулать. Ун пек тӗслӗхсенче уҫӑ сасӑсенчен пӗри тухса ӳкет е уҫӑ сасӑсем хушшине й, н, в, ш хупӑ сасӑсем кӗрсе лараҫҫӗ:
а) уҫӑ сасӑсенчен пӗри тухса ӳкни: лаша+и=лаши, кӗнеке+ем=кенекем, юлташу+ӑр=юлташӑр, малалла+ах=малаллах;
а) икӗ уҫӑ сасӑ хушшине н хупӑ сасӑ кӗрсе ларни: ӗне+е=ӗнене, лаша+а=лашана (пару падежӗ);
б) икӗ уҫӑ сасӑ хушшине й хупӑ сасӑ кӗрсе ларни: ҫи+ӗр=ҫийӗр, ҫи+ет+ӗн=ҫийетӗн (калаҫҫӗ, анчах ҫырасса ҫиетӗн ҫыраҫҫӗ); шӑши+е=шӑшийе, тӑри+е=тӑрийе (ҫыраҫҫӗ: шӑшие, тӑрие); тӑри+ӗн=тӑрийӗн, шӑши+ӗн=шӑшийӗн (кам. падежӗ);
в) икӗ уҫӑ сасӑ хушшине в сасӑ кӗрсе ларни: бюро — бюровӗ, депо — деповӗ;
г) икӗ уҫӑ сасӑ хушшине ш сасӑ кӗрсе ларни: иккӗ — иккӗшӗ, виҫҫӗ — виҫҫӗшӗ, куккӑшӗ — пиччӗшӗ.
3. Икӗ уҫӑ сасӑ хушшинчи тата янӑравлӑ хупӑ сасӑпа уҫӑ сасӑ хушшинчи шавлӑ хупӑ сасӑсем янӑраса илтӗнеҫҫӗ. Ку та чӑваш фонетикин тӗп законӗсенчен пӗри пулса тӑрать. Тӗслӗхсем:
а) икӗ уҫӑ сасӑ хушшинче — ака (илтӗнет ага), упа (уба), тута (туда), касӑ (казӑ), каҫӑ (каз'ӑ), лаша (лажа);
ӑ) янӑравлӑ хупӑ сасӑпа уҫӑ сасӑ хушшинче — калта (калда), кӑмпа (кӑмба), ункӑ (унгӑ), автан (авдан), пайтах (пандах), урпа (урба).
Ҫак пулӑм чӑн чӑваш сӑмахӗсенче ҫеҫ сарӑлнӑ. Вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ сӑмахсенче хупӑ сасӑсем икӗ уҫӑ сасӑ хушшинче е ялан янӑравлӑ хупӑ сасӑпа уҫӑ сасӑ хушшинче янӑраса илтӗнмеҫҫӗ:
ҫыраҫҫӗ: | калаҫҫӗ: |
парта | парттӑ (пардӑ мар) |
булка | булккӑ (булгӑ мар) |
акаци | аккаци (агаци мар) |
мотор | моттор (модор мар) |
вилка | вилккӑ (вилгӑ мар) |
Чӑваш чӗлхи ҫинчен ытти статьясене